Чӑвашла шухӑшла
451 subscribers
701 photos
27 videos
32 files
244 links
Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр.
Ҫыхӑну: @chushu_bot
Download Telegram
Чи пӗрремӗш ултӑ тӗп кӑмӑл-туйӑм
Тата каярах Роберт Плутчик "кăмăл-туйăм урапи" термин кĕртнĕ
"Азбука чувашских орнаментов" кĕнекерен
Уйӑх каялла эпӗ чи пӗчӗк ачасем валли (1-3 ҫулхисем валли) шут ҫинчен видео тума сӑмах панӑччӗ:
https://tttttt.me/chushu/897

Вун ҫичӗ сехет кайрӗ виҫӗ минутлӑ видео хатӗрлеме )
Тинех ӑна пурне те кӑтартма пултаратӑп:

https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A
https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A
https://youtu.be/nxWLw5M6Q6A

Манӑн ача тӗрӗслесе темиҫе хутчен пӑхрӗ, тест-драйв ӑнӑҫлӑ иртрӗ)
Якатмалли вырӑнсем пур паллах, анчах аптрамасть пуль терӗм.

Тепрехинче тӗссем ҫинчен видео тухать. Срок - уйӑх, авӑн уйахӗн 24-мӗшччен.

#нумай_чӗлхелӗх
ҪУРЛА уйӑхӗ
Тырӑ вырмалли вӑхӑт ячӗ

"Ҫурла" сӑмах чӑваш чӗлхине ӗлӗк-авалах индоиран чӗлхинчен чагатай (авалхи узбек) чӗлхи урлӑ кӗнӗ, вӗсенче "ҫур" мӑйрака тенине пӗлтӗрет.
Пӑлхар чӗлхинчен ҫак сӑмах удмурт (сюрло) тата мари (сорла) чӗлхисене кӗрсе юлнӑ.

"Ҫурла" сӑмах пӗлтерӗшӗ тата ик версиллӗ: 1 - ҫур+ла, ҫурмалла кас; 2 - чар+ла, хӑйра.

#уйăх #сӑмах
❗️ Чăваш кĕнеке издательстви конкурс пуçарса янă.

Ачасене вуласа тухнă чăваш кĕнеки тăрăх ÿкерчĕк тума е хаклав ĕçĕ çырма сĕнеççĕ. Çавăн пекех ачасем хăйсем хайлав çырса та конкурса хутшӑнма пултараççĕ.
Чи пахи — çак ĕçсене ашшĕ-амăшĕ пулăшмасăр, хăйсем тĕллĕн пурнăҫламалла.
Çыру ĕçне, ÿкерчĕке е кĕнеке хаклавне юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен Чăваш кĕнеке издательствине (Пичет ҫуртӗнчи 820-мӗш пÿлĕме) çитермелле.
Тест иртрӗм. Кӑткӑсрах пулчӗ)
Паян Никита (Иакинф) Бичурин ҫуралнӑранпа 245 ҫул тулать, ҫавна кура Чӑваш наци библиотеки викторина хатӗрленӗ.
Тестра 15 ыйту:
https://onlinetestpad.com/vl2hjemk4mefk
Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ, -- Пӗтӗм тӗнчери килӗшӳ кунӗ.

Епле йӗплев.
Юрӑ сӑмахӗсем
#юрӑ
Вӑрӑм пост. #longread
Шухӑшсем тахҫанах ҫаврӑнаҫҫӗ, анчах тин пӗр купана пуҫтарса майларӑм. Кая юласран хӑратӑп.

Хальхи вӑхӑтра ӑнланмалла сӑлтавпа ҫынсем усалланса ҫитнӗ. Пӗр-пӗрне выльӑх, виле, тискер чӗрчун, робот, зомби тесе ятлаҫҫӗ. Ҫак лару-тӑрура пӗр куҫа курӑнми хӑрушлӑх пур: ун пек каласан пирӗн пуҫ мими ҫав ҫынсене ҫын шутӗнчен кӑларать.
Этем саккунӗсем авалтан ҫавнашкал:

ҪЫННА ВӖЛЕРМЕ ЮРАМАСТЬ

Ун ҫинчен чи пысӑк авраам тӗнӗсем тахҫанах каласа ҫырнӑ. Ҫынна вӗлерни - чи пысӑк ҫылӑх.
Анчах ҫын мар пулсан, выльӑх (е тата тискер чӗрчун), -- вӗлерме юрать. Вӑл ним те мар.
Пӗртен-пӗр ҫынна вӗлернине каҫаракан сӑлтав -- ҫав ҫын урӑх ҫынна вӗлерес тесе тапӑнни.
Ҫынна вӗлерни этем чунне кӗленче ҫапса ҫӗмӗрнӗ пек ҫӗмӗрет, пурнӑҫ тӑршшӗпе кӑшлать, психикине амантать.

Тепӗр ҫын пире питӗ килӗшмест пулсан та:
HOMO SAPIENS = ЭТЕМ
Ҫын тӗрлӗ пулать, ухмах та, хӑравҫӑ та, ултавҫӑ, хӑшӗ-пӗри тата хурах пулать.
[Кам вӑл хурах, пӗлетӗр-и? Хӗҫпӑшалпа урӑх ҫынна, ҫыннӑн килне тапӑнакан ҫын]
Анчах та, ҫынсен саккунӗпе:

КАШНИ ПУРНӐҪ ПАХА

Чи тискер, чи хаяр, ачасене вӗлернӗ педофилсене те вӗлерме юрамасть. Тӳресем те йӑнӑшма пултараҫҫӗ, ҫын йӑнӑшни -- йӗркеллӗ япала. Ҫавӑнпа пурнӑҫ тӑршшӗпе тӗрмере ларччӑр паллах, анчах та -- чӗрӗ.
Мӗншен тесен:

ПУРНӐҪ -- ЧИ ХАКЛӐ ЯПАЛА

Пуриншӗн те.

Пурсӑмӑра та хамӑрта ҫынлӑха упрама сунатӑп.
Эскапизм саманчӗ.

Манӑн пуш вӑхат нумай пулнӑ пулсан эпӗ кӗнекесем чӑвашла куҫарӑттӑм.
Мӗншӗн тесен - ман шухӑшпа, ҫын миҫе чӗлхепе калаҫать, ҫавӑн чухлӗ унӑн "пит", е сӑнар. Хамӑрӑн "чӑваш пит" вӑйлӑрах, илемлӗрех, ӑслӑрах пултӑр тесен чӑвашла нумайрах вуламалла, шухӑшламалла, сӳтсе явмалла тесе шутлатӑп.

Чи пӗрремӗш куҫарнӑ пулӑттӑм:
1. Шарль де Костер - "Легенда об Уленшпигеле"
2. Хо Гюн - "Сказание о Хон Гиль Доне"
3. Виктор Гюго - "Отверженные"

4. Роберт Шекли - калавсем
5. Терри Пратчетт - "Плоский мир" ҫаврӑмӗ
6. Джованни Боккаччо - "Декамерон"
7. Данте Алигьери - "Божественная комедия"
8. Базиле Джамбаттиста - "Сказка сказок"
9. Франсуа Рабле - "Гаргантюа и Пантагрюэль"
10. У Чэнъэнь - "Сунь Укун - царь обезьян"
#кӗнеке
Паллӑ мар чӑваш сӑмахсем.

Пӗрел -- ? Пӗрлӗх? Пӗр ен?
Виҫел -- виҫкӗтеслӗх? Виҫ + эл (ен)
Ҫилме -- ҫилӗм?

«Пĕрре — пĕрел, 
Иккĕ — йӗкел,
Виççĕ — виçел, 
Тăваттă — тăваткал, 
Пиллĕк — пилеш, 
Улттă — улма, 
Çиччĕ — çилме,
Саккăр — салма, 
Тăххăр — тăрна, 
Вуннă — тух!
Шутламалла çĕнĕрен!»

https://tttttt.me/chushu/182
#сӑмах
Кукамайӑм, кукамай

Мӗн тери, туссем, аван
Манӑн кукамай.
Эп ӑна мухтам чунтан
Сӑвӑ ҫырнӑ май.

Вӑл манпа пӗрле чухне
Пӑхнӑ сар хӗвел, –
Питӗ ырӑ чӗрене,
Куҫ тулли телей.

Вӗрентет куллен мана
Тӗрӗс пурӑнма,
Вулама, апатланма,
Сывлӑхлӑ пулма…

Ытарми кукамая
Пӗтӗм кӑмӑлтан
Пуҫӑма тая-тая
Тав тӑвап паян.

© Петӗр Ҫӑлкуҫ
#сӑвӑ
Раиса Сарпи сӑввисен кӗнекинче кӑсӑклӑ ӳкерчӗксем куртӑм.
Праски Витти ӳкернӗ.

#пултаруллӑ_ҫынсем